Публикации

Шăши чирĕнчен асăрханар (О мероприятиях по профилактике ГЛПС, материал Шумерлинского Филиала ФБУЗ)

ГЛПС (геморрагическая лихорадка с почечным синдромом) е шăши чире йывăр чирсен шутне кĕрет. Çак чирпе пирĕн тăрăхра пурăнакансем 2015 çулта - 8 çын, 2016 çул пуçламăшĕнче 5 çын чирлени паллă.
Шăшисен шучĕ палăрмаллах ÿснĕрен çак чирпе чирлесси куç кĕретех. Пирĕн енче çак чире уйри сарă-хĕрлĕ тĕслĕ шăшисем ĕрчетеççĕ. Вĕсенчен инфекци ытти шăшисене те ерет. Анчах шăшисем хăйсем чирлемеççĕ. ГЛПСа пуçарса яракан вирус шăшисен организмĕнчен шăкпа, каяшпа тухать, сĕлекепе те тухма пултарать. Хĕллехи вăхăтра шăшисем çын пурăнакан вырăнсене куçаççĕ. Чир çынна шăшисен шăкĕпе, каяшĕпе вараланнă япаласем урлă ерет (çулçă, йĕкел, хăрăк турат пуçтарнă чух, выльăх апачлĕх тырăпа, утă-улăмпа, коллективлă садсенче ĕçленĕ, тирпейленĕ, вăрман ĕçленĕ чухне, хĕллехи вăхăтра вăрмансенче вырнаçнă çуртсенче пулнă вăхăтра, шăшисем вараланă апат-çимĕçе сывлăшпа тусан урлă).
Вирус организма лекнĕренпе чир пуçланичченхи тапхăр (инкубаци тапхăрĕ) 1,5 уйăх таран тăсăлать, ытларах чухне ку тапхăр 17-19 куна пырать. Чир ернĕ çыннăн ÿт-пÿ температури 39-40 градус таран хăпарать, çынна шăнтса пăрахать, пысăк температура 5-7 куна пырать. Чирлĕ çынсем пуç хытă ыратни, мышцăсем, шăмă сыпписем кансĕрлени, вăйран кайни пирки калаççĕ. Чирĕн пĕрремĕш эрни вĕçленнĕ тĕлелле пÿресем сиенленнин паллисене асăрхама пулать - шăк сахал тухать. Çавна пула чирлĕ çынсем вилме те пултараççĕ. Çавăнпа та чир паллисем пуçлансан килте выртмалла мар, больницăна каймалла. Çак чирĕн диагнозне лартма чирлĕ çыннăн юнне Шупашкарти уйрăмах хăрушă инфекцисен лабораторийĕнче 2 е 3 хутчен тĕрĕслеççĕ.
ГЛПСпа чирлес мар тесен çакна манмалла мар: çын чирленĕ вырăнта шăшисене пĕтермелле; канмалли учрежденисенче шăшисем кĕмелле мар мероприятисене туса пымалла, вĕсем йĕри-тавра канавсем, шăшисене пĕтерекен нумай вăхăта пыракан точкăсем пулмалла; ялсене тирпей-илем кĕртмелле, вĕсене тасамарлăхран тасатсах тăмалла; учрежденисемпе организацисен шăшисене пĕтерекен организацисемпе килĕшÿсем тумалла; пÿлĕме тасатса тирпейленĕ чухне тутапа сăмсана хÿтĕлеме йĕпетнĕ маска тăхăнмалла; пур чухне те апат-çимĕçе шăшисем вараласран сыхламалла, апат çиес умĕн алăсене яланах çумалла; çĕр çинчен пуçтарнă мăйăрсене çăвара хыпса катмалла мар.
Р. ДАНИЛОВА
эпидемиолог-врача пулăшаканĕ