Публикации
ПИРĔН ХАÇАТСЕМ / СЫВЛĂХ |
ХŸТĔЛЕННИ ПĔЛТЕРĔШЛĔ | 14.06.2012 |
И.ЗАЙЦЕВ. |
ХŸТĔЛЕННИ ПĔЛТЕРĔШЛĔ
Пÿрене сиенлекен геморраги сив чирĕ /геморрагическая лихорадка с почечным синдромом/ - инфекци чирĕ. Ăна шăши евĕрлĕ кăшлакан чĕр чунсем сараççĕ. Çынна чир кăшлакан чĕр чунсен каяшĕсемпе вараланнă япаласенчен, хатĕрсенчен, апат-çимĕçрен ерет. Вирус вăрманта ĕçленĕ, йывăç-пĕрене, утă-улăм турттарнă, тăпрапа ĕçленĕ чухне те, кăмпана, çырлана, пулла, сунара кайсан та, тусан урлă та лекме пултарать.
Чăваш Енре 2011 çулта 15 районпа хулара геморраги сив чирĕпе аптранă 50 тĕслĕхе шута илнĕ. Ку - 2010 çулхинчен 5,2 процент сахалрах. Чир ернин кăтартăвĕсем Канаш, Комсомольски, Тăвай районĕсенче, Çĕмĕрле хулинче пысăкрах пулнине палăртмалла. Кăçалхи кăрлач-пуш уйăхĕсенче шута илнĕ тĕслĕх - 22, ку 2011 çулхи çак тапхăртинчен 4,4 хут ытларах. Кăшлакан чĕр чунсене пурăнма тата ĕрчеме кăçал çанталăк условийĕсем уйрăмах лайăх пулнă пирки геморраги сив чирĕ тата анлăрах сарăлма пултарать.
Чир паллисем мĕнлерех-ха?
Инкубаци тапхăрĕ /вирус ернинчен пуçласа малтанхи клиника паллисем таран/ 9-35 кун /вăтамран - 17 кун/ иртет. Чир тăрук пуçланать, питĕ хытă шăнтать, температура 39-40 градуса çитет, пуç вăйлă ыратать, пĕтĕм кĕлетке сурать, ăш пăтранать, хăстарать, пилĕк тĕлĕнче ыратать. Çак тапхăр 5-7 куна тăсăлать. Куç, пыр хĕрелеççĕ, 3-4-мĕш кунхине хул айне, аяксене, хул пуççисен мал енне, кăкăра, çурăма вĕтĕ шатра тапса тухать. Пÿре синдромĕ пуçланать, вăл шăк тухасси сахалланнипе, шăкра юн курăннипе палăрса тăрать. Вăхăтра медицина пулăшăвĕ илмен çын вилме пултарать.
Ансат та витĕмлĕ
Паллах, чир ересрен хÿтĕленни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Сывлăх мелĕсем питĕ ансат, çав вăхăтрах витĕмлĕ. Çакна кăна манмалла мар: чирĕн пĕртен пĕр çăл куçĕ - кăшлакан чĕр чунсем, çавăнпа вĕсене пĕтерме тăрăшмалла тата тасалăх йĕркисене пăхăнмалла. Кăшлакан чĕр чунсем пурăнмалли çурт-йĕре, хуçалăх хуралтисене лекесрен асăрханăр. Çак тĕллевпе шăтăк-çурăксене тĕплĕ питĕрмелле, вентиляци шăтăкĕсене сеткăпа хупламалла, вăхăт-вăхăтпа шăши евĕр чĕр чунсене пĕтермелли ĕçсем туса ирттермелле.
Вăрманта канмалли тата çĕр каçмалли вырăнсене тĕрĕс суйласа илмелле. Уçă, çатрака-хăрăк турат таврашĕсĕр вырăнсенче кăшлакан чĕр чунсем чылай сахалрах. Ай сарăмĕ валли кивĕ улăмпа усă курмалла мар. Кăвайт валли шанкă пухнă чухне тусан çĕкленесрен асăрханăр. Вăрманта, шыв хĕрринче чухне апат-çимĕçе тачă хупăнакан савăтра, йывăç çине çакса упрăр.
Апат çиес умĕн кашнинчех алла супăньпе çумалла. Дача, строительсен çурчĕсене нÿрĕ майпа кăна тасатмалла.
Утă-улăм, вăрман турттарнă, дача-будка таврашĕнче урай çунă чухне сывлав çулĕсене мамăк-марля çыхăпа е респираторпа хупламалла.
Вăрман çывăхĕнче вырнаçнă организацисен, ачасен сывлăхпа кану лагерĕсен, ытти объектăн ертÿçисен хуралтăсене кăшлакан чĕр чунсем кĕресрен сыхланмалли мерăсене çирĕп пурнăçламалла. Объектсен çывăхĕнчи территорие çÿп-çапран, хăрăк туратсенчен тасатмалла, шăши евĕр чĕр чунсене пĕтермелли мероприятисем ирттермелле. Çак ĕçе сад юлташлăхĕсенче те йĕркелемелле.
И.ЗАЙЦЕВ.
Чăваш Енри гигиенăпа эпидемиологи центрĕн
эпидемиологи уйрăмĕн заведующийĕ.
/Республикăн вăй-хала аталантаракан центрĕ йĕркеленĕ/.