Публикации
Хисеплĕ «Чăваш хĕрарăмĕ» редакции! Сирĕн хаςат урлă пулăшу ыйтасшăн. Пирĕн ςурт айлăмра вырнаςнă. Юр ирĕлчĕ те сак айне шыв кĕчĕ. Килте ςĕр шапи йышлă пулнине малтан асăрхаман. Кăςал вара вĕсем упай хушăкĕнчен пÿрте тухма пуςларĕς. Пирĕн пĕчĕк ача пур. Шапасем чир сармаςςĕ-ши? Вĕсенчен мĕнле майпа хăтăлма пулать-ши? Сăмах май, ςак йытупа Интернетра форум та уςнă. Анчах унта татăклă пĕр хурав та ςырман. Пĕри ятарлă рецептпа апат пĕςерме сĕнет, ςакна сиссен ыттисем тарса пĕтеςςĕ имĕш. «Чуп тусан чиперккене ςаврăнмĕ-ши?» - тăрăхласа ςырать тепри. Пирĕн вара пĕрре те шÿтлес кăмăл ςук.
ВАСИЛЬЕВСЕН ςемйи.
Канаш районĕ.
Ыйтăва ЧР гигиенăпа эпидемиологи центрĕн тухтăрĕ Иван Зайцев ςапла хуравларĕ: «Шапаран ςынна чир ернĕ тĕслĕхе шута илмен. Вăл кăларакан лăймака бактерисене пĕтерет. Ахальтен маар вăл сĕте йÿςме памасть. Çак мелпе авалах усă курнă. Шапа сак айĕнче вăлча сапнă ахăр. Ку вырăна типĕтмелле, шапасене тытса урăх ςĕре ямалла. Вĕсене химипе пĕтерме юрамасть. Пĕрремĕшĕнчен, весем сиенсер. Иккемешенчен, сак айĕнче наркăмăш шăрши юлас хăрушлăх пур. Унта каярах пахча ςимĕς хураςςĕ вĕт».