Раççейри патшалăх санитарипе эпидемиологи служби 90 çулта
Юлашки вунă çулта асăннă ведомство ятне темиçе те улăштарчĕ. Тĕрĕссипе, урăх вывеска çакни вĕсен ĕç мелĕсене витĕм кÿменпе пĕрех. «Чăваш Республикинчи гигиена тата эпидемиологи центрĕн» коллективĕ хăйĕн тивĕçне унчченхи пекех яваплăха туйса тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать. Халăха санитарипе гигиена тата эпидемиологи пулăшăвĕ парас ĕçре вак-тĕвек çук. Çакăнпа лаборатори тĕпчевĕсем ирттерекен пай заведующийĕ Муза Дмитриевна Кириенко та килĕшрĕ.
Лаборатори ĕçĕ нумай енлĕ: апат-çимĕç продукчĕсен пахалăхне палăртасси, эрех-сăра çынсене сиен ан кÿтĕр тесе тăрăшасси тата ытти те. Республикăри организаци çирĕм çул каялла аккредитаци витĕр тухнă, мĕн пур йышши тĕпчевсем ирттерме ирĕк илнĕ. Çак тапхăрта ку чухнехи оборудовани туяннă, лаборатори никĕсĕ енĕпе Чăваш Енре ăна çитекенни çук. Сывлăш, шыв, çĕр тĕпчевĕсем, микробиологи, санитарипе бактериологи тĕрĕслевĕсем тивĕçлĕ шайра иртеççĕ.
– Пирĕн йышра ăста специалистсем пурринчен килет ĕçри ăнăçу, – тет Муза Дмитриевна. – Уйрăмах хăрушă инфекцисене тупса палăртасси çăмăл мар. Вирусологи тата паразитологи наукисене чухламан çынна çак ĕçе шанса памастăн ĕнтĕ. Пирĕнтен республикăри чи сумлă сывлăх учрежденийĕсем пулăшу ыйтаççĕ. Сиплевçĕсенчен пирĕн ĕç калăпăшĕпе пахалăхĕ пирки япăх сăмах илтмен. Хамăр базăра кайăк-кĕшĕк тата сысна грипне диагностика тума тытăнтăмăр. Чи кăткăс та йывăр тĕпчевсем ирттерме халь ытти хуласене каймаççĕ, Шупашкарти санэпидемцентрта тивĕçлĕ оборудовани пур.
Паллах, çĕнĕ аппаратурăпа ĕçлеме квалификациллĕ специалистсем хатĕрлессине куçран вĕçертмеççĕ. Çамрăксенчен ытларахăшĕ Раççейри чи лайăх аслă шкулсенче пĕлÿ пухнă. Специалистсем каланă тăрăх центр ертÿçисем пурнăç таппинчен юласшăн мар, çавăнпа çĕнĕ техника пирки маларах кирлĕ информаци пухаççĕ, вара ăна валли укçа уйăрас ыйту хăвăрт татăлать. Калăпăр, газпа тата шĕвекпе ĕçлекен хроматографсем питĕ кирлине тÿрех ăнланса илчĕç. Асăннă аппаратура пур çĕрте те çук, ытти центрсем ун çинчен ĕмĕтленме çеç пултараççĕ. Вĕсем апат-çимĕç хутăшĕсене, сахăр продукцине хак панă чухне пире питĕ пулăшаççĕ. «Капель» агрегат вара эрех-сăра, тутлă шыв пахалăхне хăвăрт палăртать. Çак техника çинчен илтнĕ кÿршĕ республикăсенчи ĕçтешсем Шупашкара килни – пирĕн тепĕр паллă утăм.
Çав вăхăтрах Муза Дмитриевна республикăри ытти лабораторисемпе çыхăну хавшани пирки пăшăрханнине пытармарĕ. Ку чи малтанах çак ведомство подразделенийĕсен финанс лару-тăрăвĕ çивĕчленнипе çыхăннă. Кадрсем çитменнипе тĕрĕслев ĕçне тивĕçлĕ шайра туса ирттереймеççĕ. Оборудовани кивелни те ура хурать. Кунта çав организацисен ертÿçисене те ÿпкелесе калама сăлтав пур темелле.
– Çак çулсенче уçăлнă уйрăм çын лабораторийĕсем те нумай ыйту çуратаççĕ. Икĕ е виçĕ çынран тăракан коллективсен пирĕнпе тупăшса ĕçлеме хевти çукрах, пĕлĕвĕ, опычĕ çителĕксĕр. Çавăнпа тĕрĕслев кăтартăвĕсене илме Тутарстана хутлаççĕ, унти специалистсемпе калаçса татăлма ансатрах иккен. Çакнашкал рынок хутшăнăвĕсем ырри патне илсе пымĕç. Обществăра пĕр-пĕр инфекци сиксе тухсан кам явап тытĕ? Пахча çимĕçĕпе улма-çырлана, нитратпа чыхса тултарнăскерсене, сезон вăхăтĕнче чылай кÿрсе килеççĕ пирĕн пасарсемпе супермаркетсене. Ячĕшĕн тунă тĕрĕслевсем халăх сывлăхĕшĕн хăрушă.
Центр ĕçĕн хăйне евĕрлĕхпе кăткăслăхне тепĕр тĕслĕхпе çирĕплетер. Хăш-пĕр тĕрĕслев кăтартăвĕсене икĕ сехетрех хатĕрлемелле. Сăмахран, тăван тавралăх мониторингĕпе кăçал пурĕ 25000 тĕпчев (!) ирттерме палăртнă. Калама çук пысăк ĕç калăпăшĕ, çак тиеве уйрăм çын лабораторийĕсем туртаймĕç.
Техника аталанăвĕн тÿнтер енĕсем паян вăйлă палăраççĕ. Сывлăш сиенлĕ хутăшсемпе вараланать. Сăмахран, бензопирен шайĕ ÿснĕ. Ку, паллах, çуллен автомобиль паркĕ хушăннипе çыхăннă. Бензопирен шайĕ пысăккине шкулсемпе ача сачĕсен çывăхĕнче те тупса палăртнă. Тĕп çулпа каяс вырăнне хăшĕ-пĕри транспорт çÿреме чарнă çулпа е тăкăрлăкпа вĕçтерет. Кашни кĕтесе ГИБДД сотрудникне е санитари тухтăрне тăратаймăн ĕнтĕ. Нивушлĕ эпир пулас ăру сывлăхĕ пирки пачах та шухăшламастпăр?
Паян центр сотрудникĕсем «Чăваш Енре 2010-2020 çулсенче социаллă пĕлтерĕшлĕ чирсенчен сыхланас, чирлисене сыватас енĕпе туса ирттермелли мероприятисем», «Гражданла оборонăна аталантарас, чрезвычайлă лару-тăру кÿрекен сиенсене пĕтерес енĕпе тумалли ĕçсем», «Пахалăхлă апат-çимĕç», «Потреблени рынокĕ тата йăла пулăшăвĕ» проектсене пурнăçа кĕртеççĕ.
Вячеслав КИВОЙЦЕВ